Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Чӳречерен пӑхрӑм — Уйӑх куртӑм»

Ҫуллахи ӑшӑ каҫсем еплерех янӑраса тӑратчӗҫ ӗлӗкрех. Пӗр енче бабалайка пӑнтӑртатать. Тепӗр ҫӗрте янкӑс купӑс туртса янӑ. Яшсемпе хӗрсем юрлаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ, тӗрлӗ вӑйӑсем выляҫҫӗ. Мӗн чухлӗ савӑнӑҫ пулнӑ! Шел, паянхи ҫамрӑксем ҫакна тӗлленмеҫҫӗ те. Хальхи ял урамӗсенче хаваслӑ кулӑ-кӗвӗ мар, ӳсӗрсен урмӑш сасси ҫеҫ сасартӑк чуна ыраттарса илтӗнсе каять.

— Хама эп чӑваш ялӗсен чӑн-чӑн илемне курса ӳсме тӳр килнӗшӗн телейлӗ тесе шутлатӑп, — хӑйӗн ачалӑхне аса илет Павел Сергеевич Агилов. — Эпӗ Элӗк районӗнчи Йӑранар ялӗнче нарӑс уйӑхӗнче ҫуралнӑ. Кӑҫал ҫитмӗле пусрӑм.

Ҫичӗ теҫетке, паллах, сахал мар, анчах Павел Сергеевич хӑйне тыткаланине сӑнатӑп та, ман ӑна пӗрре те ун чухлӗ парас килмест. Унӑн утти те ҫӑмӑл, шӑм-шакне те тӳрӗ тытать. Акӑ вӑл сӗтел ҫине нотӑсем сарса хучӗ те кӗвӗ хыҫҫӑн кӗвӗ калама тытӑнчӗ. Хӑйех юрлать. Сӑввисене те, кӗввисене те хӑйех майлаштарнӑ иккен. Юрӑ хыҫҫӑн юрӑ улшӑнать. Ман ума Вӑрнар районӗн историйӗ, унти хастар ҫынсен ӗҫӗ-хӗлӗ, нуши-терчӗ, телейӗ тухса тӑраҫҫӗ. Хӑй те вӑл ҫак ҫулсенче хурапа шурра сахал мар курнӑ, тӳснӗ.

Чӳречерен пӑхрӑм — уйӑх куртӑм.
Уйӑх витӗр пӑхрӑм — ҫул куртӑм.
Ҫул пӗр аякки — хурлӑхан.
Ҫул тепӗр аяккинче — пӗрлӗхен.
Пӗрлӗхенне пухакан — телейлӗ ҫын,
Хурлӑханне пухакан — телейсӗр.

Ҫак халӑх юрринчи йӗркесем Павел Сергеевич кун-ҫулӗ ҫинчен каланӑ пекех туйӑнаҫҫӗ. Тӗрӗссипе, унӑн шӑпи — ҫӗршыв шӑпи. Вӑл вӑрҫӑ умӗнхи ҫулсенче ҫуралнисен синкер пурнӑҫне пӗтӗмпех тӳснӗ. Павелӑн аслӑ пиччӗшӗ, 28 ҫулхи Иосиф, 1941 ҫулта Мускав патӗнчи ҫапӑҫусенче пуҫне хунӑ. Тепӗр пиччӗшӗ Хӗветӗр те фронтра нимӗҫсемпе ҫапӑҫнӑ. Ялти пӗтӗм халӑх вӑрҫӑрисене вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма тӑрӑшнӑ. Ҫиччӗмӗш класра вӗренекен Вавел та шкула ҫӳреме пӑрахса тимӗрҫӗн йывӑр мӑлатукне ярса татать. Ҫапла вӑл фронтран аманса килнӗ Капаровпа Ҫӗнтерӳ кунне туптать. Паян Павел Сергеевич кӑкӑрне тылра хастар ӗҫленисен медалӗ тивӗҫлипе ҫутатать.

— 17 ҫул тултарсан Пинер тӑрӑхӗнче электропӑчкӑпа вӑрман касма пуҫларӑм. Стахановецсен бригадине ертсе пыраттӑм. Тем хулӑнӑш юмансене йӑвантараттӑмӑр. Кашнинчен 18–20 кубла метр йывӑҫ тухатчӗ, — хул пуҫҫисене тӳрлетсе илет Павел Сергеевич. — Ӗҫӗ ҫӑмӑл пулман, ҫапах та кану вӑхӑтне хаваслӑ ирттернӗ. Пӗтӗм ҫамрӑк ман тавра пухӑнатчӗ. Юрӑ юрлама, ташлама. Купӑсне туртаканни эпӗччӗ.

— Хӑҫан калама вӗреннӗ эсир? Кам вӗрентрӗ? — сӑмах май ыйтатӑп эпӗ.

— Эпир ача чухне Денис атӑҫӑ патне ҫӳреттӗмӗр. Ҫавӑн хут купӑс пурччӗ. Пире те вӗрентетчӗ, — ырӑпа аса илет Павел Сергеевич ялти ӑстана. — Тата пирӗн патра авланман каччӑ Унихват пурччӗ. Ҫав питӗ вӑйлӑ калатчӗ, пӗтӗм ял янраса тӑратчӗ. Вӑл калани тепӗр яла та уҫҫӑнах илтӗнетчӗ. Ун чухне эпир нота таврашне пӗлмен, мӗнле илтнӗ, ҫавӑн пек ӗнӗрленӗ.

20 ҫулхи Павела Совет Ҫарне илеҫҫӗ. Вӑл Лӑпкӑ Океан флочӗн морякӗ пулса тӑрать, паллашнӑ хӗрӗ патне тунсӑхлӑ ҫырусем шӑрҫалать.

— Эпӗ пысӑк карап ҫинче дизелист пулнӑ. Матроссем пурте пултаруллӑччӗ. Ҫӑр енӗпе те, политика тӗлӗшӗнчен те малта пыраттӑмӑр. Кӗсменпе ишес енӗпе час-часах ӑмӑртаттӑмӑр. Ҫартах мана партие илчӗҫ. Ҫакӑ вӑл пирӗншӗн питӗ пысӑк чыс пулнӑ.

Чыса, ҫынлӑха упрама пӗлекен каччӑ матрос тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ. 3-мӗш статьяри старшинана икӗ ҫултан тӑван яла отпуска яраҫҫӗ. Тата виҫӗ ҫул хӗсметре тӑмалла пулсан та матрос юратнӑ Зойӑна качча илет. Кайран вӗсем икӗ хӗрпе пӗр ывӑл ҫитӗнтереҫҫӗ.

Авланнӑ ҫыннӑн килне таврӑнсанах ҫемье ҫинчен шутлама тивет. Ҫав тӗллевпе Павел алла тепӗр специальность илме кӑмӑллать. Канашри механизаторсем хатӗрлекен училищӗне кайса кӗрет. Ҫулталӑк вӗреннӗ хыҫҫӑн Казахстанра тыр-пул пухса кӗртет. Пӑртас уйӗсене сухалать. Унӑн тракторӗ ҫинче ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫин ялавӗ вӗлкӗшет. Каярахпа унӑн хими заводӗнче те, чукун ҫул ҫинче те, кочегарта та, грузчикра та вӑй хума тивет. Кирек ӑҫта кӑна ӗҫлесен те Павел малалла вӗренме пӑрахмасть. Ҫапла май вӑл каҫхи вӑтам шкул пӗтерет. Кайран Ҫӗрпӳри ҫутӗҫ училищине вӗренме кӗрет. Вӗреннӗ хушӑрах ӑна 1964 ҫулта районти культура ҫурчӗн директорне лартаҫҫӗ. Ҫапла Павел Сергеевич хӑйӗн пурнӑҫне ӗмӗрлӗхех культурӑпа ҫыхӑнтарать, драма кружокне, хора ертсе пырать.

— Ун чухне районти культура пайне Петӗр Ялкир поэт ертсе пыратчӗ. 70-мӗш ҫул тӗлне пирӗн пултарулӑх коллективӗсем халӑх театрӗ, халӑх ансамблӗ ятсене ҫӗнсе илчӗҫ. Культура ҫурчӗ «Лайӑх ӗҫлекен клуб» ята тивӗҫлӗ пулчӗ, — палӑртать культура ӗҫӗн ветеранӗ. — Ҫакӑншӑн, паллах, Николай Долгов, Елена Матвеева, Алевтинӑпа Вячеслав Степановсем, Римма Сорокина, Ронида Ретшина, Юрий Кудаков, Анатолий Юдин тата ытти культура ӗҫченӗсем нумай тӑрӑшрӗҫ. Вӗсем паян кун та сцена ҫинче, ял ӗҫченӗсене хӑйсен ытарлӑ сӑмахӗпе, ташши-юррипе савӑнтараҫҫӗ.

Павел Агилов та алӑ усса лармасть. Поселокри ветерансен хорне ҫӳрет. Хӑй те Ҫарӑклӑри Культура ҫурчӗн директорӗ пулнӑ май ялти хорта баян калать.

А.Иванов


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2024-03-09 11:32:45 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 275 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем